Эх, мӑнтарӑн Китай усламҫисем тесе калас патнех ҫитерет ку хыпар-хӑнар. Китай пуянӗсем укҫа хывнипе Чӑваш Енре тума палӑртнӑ сӗт-ҫу савутне малтан Муркаш районӗнче ҫӗклеме шухӑшларӗҫ, кайран Ҫӗрпӳ районне куҫ хывнӑччӗ. Унта та, кунта та хирӗҫлерӗҫ. Савута яхӑнне те ярасшӑн пулмарӗҫ.
Халӗ Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Илпеш ҫывӑхӗнче хӑпартса лартасшӑн иккен.
Сӗт-ҫу тирпейлекен савут тӑвас ыйтӑва сӳтсе явас ҫинчен асӑннӑ район хаҫатӗнче пӗлтерӳ пичетленӗ. Унӑн авторӗ — Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Михайлов.
Итлеве ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 15 сехетре Илпешри ял вулавӑшӗнче ирттермелле. Ӑна хатӗрлесе иритерессишӗн явапли тесе Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Татьяна Моткинӑна ҫирӗплетнӗ.
Ыран, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Элӗкре «Виръял шевлисем» йӑлана кӗнӗ фестиваль иртӗ. Вӑл 19 сехетре пуҫланмалла.
Элӗк район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль-конкурса ҫулталӑкра пӗр хутчен йӗркелеҫҫӗ. Мероприятие унти хкастарсем кӑҫалхипе 24-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна вӗсем регионсен шайне кӑларнӑ.
«Виръял шевлисем» фестивале кӑҫал Элӗк, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Патӑрьел районӗсем хутшӑнӗҫ. Фестивале ҫитес кӑмӑллине тӗрлӗ тӑрӑхри 30 ытла ҫын пӗлтернӗ. Вӗсем — 15-рен пуҫласа 40 ҫул таранчченхисем.
Фестиваль-конкурса хутшӑнакансен чӑвашла икӗ юрӑ юрламалла. Вӑл эстрада юрри, хӑй ҫырнӑ юрӑ, тӗрлӗ мелпе илемлетнӗ чӑваш халӑх юрри пулма пултарать.
Коми Республикин ял хуҫалӑх тата потребитель рынокӗн министрӗ Анатолий Князев «Комиинформ» агентствӑна хӑйӗн тӗп вӗрентекенӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Агентство «Спасибо наставнику» (чӑв. Вӗрентекене тавах) проект пуҫарнӑ. Хальхинче унӑн хӑни Анатолий Князев чӑваш пулнӑ. Вӑл, аса илтерер, — Елчӗк чӑвашӗ. Шупашкар районӗнче чылай ҫул ӗҫлесе пурӑнчӗ. Унта вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче, райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗнче, район ертӳҫинче тӑрӑшрӗ. Кайран чӑваш парламентӗнче сумлӑ вырӑн йышӑннӑччӗ.
Анатолий Князев хӑйӗн вӗрентекенӗ тесе Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федорова калать иккен. Чӑваш Ене 17 ҫул ертсе пынӑ ҫав ҫынтан вӗренмелли чылай тесе шухӑшлать. Николай Федорова Анатолий Князев ҫӳллӗ шайри политик тесе хаклать.
Алексей Кряжинов журналист Шупашкар ҫывӑхӗнчи Карачура масарӗ ҫине кайса нушаланни ҫинчен Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. Ҫула тухнӑ ытти пассажир та кӑмӑлсӑрланать иккен.
«Карачура ҫӑви ҫине кайса килесси паян тамӑкпа тан», — тенӗ журналист. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑвашавтотранса» панкрута кӑлариччен тата транспорт реформиччен автобус кашни 30-45 минутра пӗрре ҫӳренӗ. Халӗ пӗр транспортпа теприн хушши 1 сехетпе танлашать иккен. Ҫитменнине, ГАЗельсем тата 19 вырӑнлӑ 30-мӗш маршрут хутлать-мӗн. Автобус ҫитиччен пӗр 20 минут маларах чарӑнӑва 25 ҫын таран пухӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — унчченхи рейса вырнаҫайманнисем. Юлашки чарӑнуранах тулса килнӗ салона халӑх вырнаҫса пӗтеймен. Хирӗне-хирӗне, пӗр-пӗринпе тулаша-тулаша кӗрсе ларайнисем хӗсӗнсе Шупашкара кайнӑ.
«Сӑрҫи» заповедник ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра сӑвӑссене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн энцефалит вирусне тупса палӑртнӑ. Тӳрех каламалла: ку вируса Чӑваш Енре сайра-хутра тупаҫҫӗ.
Энцефалит вирусне Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче тупса палӑртнӑ. Ҫавӑнпа специалистсем ҫине тӑрсах асӑрхаттараҫҫӗ: вӑрмана кайнӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла. Уйра, вӑрманта пулнӑ хыҫҫӑн тумтира лайӑх пӑхмалла: сӑвӑс ҫакланман-и? Асӑннӑ вырӑнсене кайиччен тумтире сӑвӑссемпе кӗрешмелли реппелентсемпе сапмалла.
Энцефалита хирӗҫ прививка тусан тата лайӑхрах. Сӑмах май, унашкал вакцинӑна республикӑна илсе килнине пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре цифра телекуравӗ сӳнме пултарать. «Ӗҫлеттерсе ячӗҫ кӑна-ҫке, мӗн амакӗ тата?» — тесе тӗлӗнме кирлӗ мар.
Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, цифра телекуравӗ тикӗс те паха ӗҫлетӗр тесен ӑна вӑхӑтра тӗрӗслемелле. Ҫавна май Раҫҫейӗн телекуравӗпе радиовещани сечӗн Чӑваш Енри филиалӗн специалисчӗсем радиотелекурав станцийӗсенче профилактика ӗҫӗсем туса ирттерӗҫ. Ҫавна вӗсем ҫу уйӑхӗн 27-31-мӗшӗсенче пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ.
Профилактика ӗҫне Хӗрлӗ Чутайӗнче, Шупашкар районӗнчи Ишлейӗнче, Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырминчи тата Чӑпкасри, ҫавӑн пекех Етӗрне районӗнчи станцисенче ирттерме палӑртнӑ.
Ишлейре ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 16-ччен профилактика енӗпе тимлӗҫ, Чӑпкасра — ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 12-рен 18 сехетчен, Ыхраҫырминче — ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 9-тан 15 сехетчен, Етӗрне районӗнче — ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 12-рен 18 сехетчен, Хӗрлӗ Чутайӗнче — ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 9-тан 15 сехетчен.
Профилактика вӑхӑтӗнче телекурав сигналӗ вӑхӑтлӑха сӳнме пултарӗ. Ӗҫе вӗҫлесен вӑл йӗркеленсе кайӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре кӑҫал та веловулавӑш ӗҫлет. Ун пеккине кӳкеҫсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче пуҫласа ӗҫлеттерсе янӑччӗ.
Кӗнеке тиенӗ виҫӗ урапаллӑ велосипед ҫула тухма пуҫланине Пӗтӗм тенчери ваттисен кунӗпе ҫыхӑнтарнӑччӗ. Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк кӗр енне аванах сулӑннӑран ун чухне пит нумаях ҫӳресе ӗлкӗреймен. Кӑҫал, акӑ, ҫу уйӑхӗнчех ӑна уҫнӑ.
Веловулавӑша ҫула кӑларас шухӑша кӳкеҫсем Белоруҫ ҫӗршывӗнчи ӗҫтешӗсене кура тытнӑ. Урапаллӑ вулавӑш ача-пӑча лапамӗсене тата ваттисем патне эрнере пӗрре ҫитӗ. Ваттисем патне — ытларикунсерен, ача-пӑча лапамӗсене — кӗҫнерникунсерен. Вӑл ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Республикӑри хуҫалӑхсенчи уй-хирте трактор-машина шавӗ лӑпланман-ха. Вӗсенче паян та механизаторсем хӗрӳ ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр предприятире, сӑмахран, Шупашкар районӗнчи «Прогресс» акционерсен обществинче, икӗ сменӑпа тар тӑкаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнче вара паянхи куна ҫур акине вӗҫленӗ. Кун пирки асӑннӑ муниципалитетӑн пресс-службинче пӗлтернӗ. Унти аграрисем ҫурхи тулӑ, урпа, сӗлӗ пысӑк лаптӑксем ҫинче акса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем пӑрҫа, вӑрлӑхлӑх вика тата куккурус, хура тул туса илӗҫ.
Севок-сухана 357 гектар лартнӑ, уҫӑ вырӑнта ӳстерекен пахча ҫимӗҫе — 85 гектар, сахӑр кӑшманӗ — 320 гектар, хӗвелҫаврӑнӑш — 200 гектар, ҫӗр улми — 570 гектар. Пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑксемпе симӗс апатлӑх куккурус та акнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ кунне халалласа Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре урам ачисем ӑмӑртнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, пӗр урам ачисен тупӑшӑвӗ иртнӗ.
Олеся Саксонская «Контактра» ушкӑнри «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта капла тупӑшӑва ҫулсеренех йӗркплеҫҫӗ. Пуҫаруҫи — район центрӗнчи «Улӑп» физкультурӑпа сиплев комплексӗнче тӑрӑшакан Николай Максимов.
Максим Горький урамӗнче пурӑнакан тӗрлӗ ҫулхи ачасем ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне хаваспах хутшӑннӑ. Тин ҫеҫ утма хӑнӑхнисем те ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарни-астарнипе тупӑшнӑ. Кӳршӗллӗ урамсенче пурӑнакансем те старта тухнӑ.
Николай Максимов пӗр ачана та кӳрентермен: грамотӑсемпе, пылак кучченеҫсемпе тата медальсемпе хавхалантарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Пӳкасси ялӗнчен инҫе мар вырӑнта ӗнер пушар тухнӑ.
Кун пирки Галина Миллина ятлӑ ҫын «Контактра» ушкӑнри «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ.
Хӗрлӗ автан алхаснине автор «Вятка» автомобиль ҫулӗпе иртсе пынӑ чухне, Мӑн Пӳкасси ялӗ тӗлӗнчерехре, асӑрханӑ. Ним пулман пек малалла вирхӗнмен — пушарпа кӗрешекенсене систернӗ.
Лешсем, пост авторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрах кӗттермен — вырӑна васкавлӑн ҫитнӗ.
Ҫулӑма асӑрханисем те инкек вырӑнне вссканӑ. Галина Миллина ҫырнӑ тӑрӑх, ирӗк паман вырӑна ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ-мӗн. Ҫавӑ ҫуннӑ. Ҫулӑм йывӑҫсем айӗнчех алхаснине кура вӑрман хыпса илме пултарнӑ. Вӑхӑтра ҫитнӗ пушар машини ҫулӑма сӳнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |